«Хунав» ешерет

         Шкул пурнăçě кунран кун интереслěрех те савăнăçлăрах. Уйрăмах кăсăклă иртеççě вěсем шкулти «Хунав» кружок членěсемшěн. Хăв ан ӳркен çеç! Нумай вула, ытларах пěлме талпăн. Пĕрремĕш сăвăсем те, район хаçатĕнче пичетленнĕ малтанхи заметкăсем те кружокра тишкерсе якатнă хыççăн шăрçаланса çуралнă.  Кăçалхи çул питě тухăçлă. Ларми-канми ěçпе кӳлěнчěç ачасем. Пултарулăха туптама тăрăшакан ачасемшěн канăçлăх çухалчě. Тăрăшни сая каймасть. Савăнмалли,  мухтанмалли пур-ха пирěн. Çапла вěри юнпа çирěп чун пултăр пирěн яланах. Паян та акӑ ушкӑнпа пӗрле. Хунавçӑсен черетлӗ ларӑвӗ. «Тӑван ен» хаçатра çапӑнса тухнӑ матриалсене сутсе яватпӑр. Хăйсен ĕçĕсене пĕрле сӳтсе яваççĕ, çитменлĕхсене палăртса тӳрлетеççĕ. Пичетре хăйсен ĕçĕсене курсан вара хунавçăсен çырас туртăмĕ тата ӳсет. Пĕрле вĕренекенсене ĕçлеме те, канма та аван. Кружок членĕсене час­­-часах пĕр-пĕр хаçат редакцийĕнче е литература музейĕнче курма пулать. Çапла вĕсем хăйсен тавра курăмне аталантарса пыраççĕ. Çăмрăк çыравçăсем яланах пурнăç таппине туйса пурăнаççĕ.