2017 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче 13.00 сехетре Чăваш Енре Аннепе Атте çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2017» акци иртрӗ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ӳстересси. Задачисем: чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси; чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме çителĕклĕ майсем туса парасси. Кăçалхи диктант Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа анчах мар, Геннадий Никандрович çуралнăранпа 90 çул çитнине те асра тытса иртрĕ. 2017 çулта тĕнчипе паллă педагог, вĕрентекен, шухăшлавçă Г.Н. Волков академик çырнă «Ăслă ача» хайлава тĕпе хурса йĕркеленĕ текст пулчĕ.
Хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме шкулти 38 ача кӑмӑл турӗ. 7 ача «5» паллӑ илчӗ. Маттурсене саламлатпӑр.