Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!

          Паян – аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнă кун. Чӑваш чӗлхи кунӗ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм чăваш тĕнчи хамăр чĕлхен пĕлтерĕшне пысăка хурса хакласа, ăна сума суса уявсем ирттерчĕ. Аслă Вĕрентекĕнĕмĕре асăнса, чăваш чĕлхине мухтаса шкулта «Чăваш чĕлхи тăван чĕлхе»  литература композицийĕ иртрӗ. Ачасем тӑван чӗхене сума суса ун илемӗпе çепӗçлӗхне паллӑ çыравçӑсен сӑввисене сцена çинче вуласа палӑртрӗç. Янрарӗ юрӑ-кӗвӗ, яш-кӗрӗм тӑпӑртатса ташларӗ. Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ вӗренекенсем çине пӑхма кӑмаллӑ пулчӗ. Анлăн янăра, чăваш чĕлхи!