«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2018»

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2018» акци. 2018 çулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2018» акцие хутшӑнтӑмӑр. Чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлнине кӑтартма тӑрӑшрӑмӑр. Чӑваш чӗлхин вӑйӗпе илемӗ, пархатарӗ çинчен калакан А.Артемьевӑн тексчӗ те питӗ вырӑнлӑ пулчӗ. Вӑхӑчӗ те меллӗ килсе тухрӗ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш тӗнчи И.Яковлевӑн 170 çулхи çуралнӑ кунне уявлать. И.Я. Яковлева халалланă Раççей шайӗнчи аслӑлӑхпа практика конференцие хутшӑннӑ май Пӗтӗм чӑваш диктантне Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче çырма тӳр килчӗ. Çав тери кӑмӑллӑ иртрӗ палӑртнӑ ӗç. Кӑçал Пӗтӗм чӑваш диктантне 6-мӗш хут çырнине палӑртрӗç тухса калаçакансем. Çыракансен йышӗ ӳссе пыни савӑнтарать.Тӑван чӗлхе кирлӗлӗхӗ çинче чарӑнса тӑчӗç. Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ –тӑванлӑх, пӗрлӗх уявӗ пулса тӑнине çирӗплетрӗ. Владимир Тимофеев диктор вулавӗ чуна пырса тивмелле янӑрарӗ. Çак сумлӑ ӗçре хам тӳпене хывма май килнишӗн савӑнатӑп тесе палӑртрӗ хӑйӗн ум сӑмахӗнче. Этем ӑс-хакӑлӗпе ӗмӗт-туйӑмне вӑй парса тӑраканӗ – тӑван сӑмах. Упрар чӑваш чӗлхине! Тӑван чӗлхе – наци культурин управçи.