21 ӗмӗрти улах.

  Янрарӗ юрӑ, яш-кӗрӗм кӗр кӗрлерӗ... Çапла калама пулать паянхи улах пирки. Шкулти «Хунав» пултарулӑх ушкӑнӗ улаха йыхравларӗ. Кама çакӑ кӑсӑклантарчӗ – уява килме тӑрӑшрӗ. Пӗри улаха квас, тепри икерчӗ илсе килнӗ. Хӗрсем улаха «Хурӑн çулçи» юрӑпа пуçларӗç. Карталанса, акӑш евӗр хуçкаланса-явӑнса шӑрантарчӗç юрра. Каярах тӗрлӗ вӑйӑсем  выляса савӑнчӗç. Хӗрачасем ал ӗçӗпе аппаланса хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартма пултарчӗç. Вӗрентекен вӑйӑ-улахра аташнисене, тӗрлӗ йӑла-йӗрке хӑтланӑвӗсене сцена çинче лартма пуçлани çинчен каласа пачӗ. Çапла майӗпен чӑваш театрӗ йӗркеленсе кайнӑ иккен. Пирӗн кӑçал Театр çулталӑкӗ. Раççӗй президенчӗ çакӑн пирки палӑртнӑ хыççӑн пур регионта та Театр çулталӑкне уçассипе çыхӑннӑ мероприятисем пулса иртрӗç. Ак паянхи улахра та çак темӑна хускатрӑмӑр. Чӑваш театрӗн историйӗ вӗренекенсене кӑсӑклантарчӗ. Шупашкарти ытти театрсен ӗçӗ-хӗлӗ çинчен пӗлме те интереслӗ пулчӗ. Улахри ачасем Ф. Павловӑн « Ялта» пьесине кайса курма калаçса татӑлчӗç. Юмах-халап çапнӑ май вӑхӑт иртни сисӗнмест. Савӑнни-кулни, юрлани-ташлани мӗне тӑрать тата! Вӗренекенсем чылай çӗннине пӗлчӗç. Хӑналаннӑ май улах майӗпен саланчӗ.  Вӗренекенсем тата та улах тӑвас шухӑшпа пӗр-пӗринчен уйрӑлчӗç. Чунра темле ырӑ туйӑм юлчӗ. Чӑваш та хӑй çулӗпе пырать. Малашлӑх çулӗпе!.. Малашлӑх вара çамрӑксенче. Вӗсене çул кӑтартса пыракаканӗ аслӑ ӑрусен пилӗ, вӗрентӗвӗ.