«Чӑваш ачи чӑвашах» чӑваш чӗлхипе литература эрни.

Шкулта чӑваш чӗлхипе литература эрни иртрӗ. Вӑл чӑваш юрри-кӗввипе, тӗрлӗ ӑмӑртусемпе асра юлчӗ. Уйрӑмах Чӑваш чӗлхи кунӗ тухӑçлӑ иртрӗ. Вӗренекенсем çак кун йӗркеленӗ уявра чӑваш юрри-кӗввисемпе киленчӗç, сӑпайлӑ чӑваш хӗрӗсен ташшисене пӑхса савӑнчӗç. Тӑван чӗлхе çинчен çырнӑ сумлӑ çыравçӑсен сӑввисем янӑрарӗç. Уява малалла «Пӗтӗмӗшле чӑваш диктанчӗ – 2019» акци тӑсрӗ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси. Вӗренекенсем тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут туйрӗç. Диктант çыракансем чăвашла хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслерӗç. Владислав Николаев çыравçă, журналист, куçаруçă Тани Юн пултарулăхне халалласа çырнă текст пулчӗ. 23 çынран улттӑшӗ «5» паллӑ илсе чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлнине кӑтартрӗç. Эрнелӗх пултаруллӑ ачасене чысланипе вӗçленчӗ. «Сар каччӑпа сарӑ хӗр» ӑмӑртӑва, «Савӑнатӑп чӑваш пулнишӗн» музыкӑпа литература композицине, «Вӗренетпӗр чӑвашла» викторинӑна хутшӑнакансем çӗнтерӳçӗсем ятне илнисӗр пуçне пылак парнене те тивӗçрӗç. Вӗренекенсем тӑван халӑх историне, чӗлхине, йӑли-йӗркине пӗлнине çирӗплетрӗç. Шкул ачисем тӑван халӑх чӗлхипе литературине, историпе культурине вӗренес кӑмӑлӗ пурине палӑртрӗç. Таван халӑха юрӑхлӑ ачасем ӳссе вӑй илни савӑнтарать. Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!