Оратор ăсталăхĕн конкурсĕ
Районта Театр çулне тата Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Шкул ачисем хăйсем чăваш пулнине ĕнентерсе пачĕç, чăваш чĕлхине аван пĕлнине кăтартрĕç. Республика шайĕнче иртекен конкурса пирĕн шкулта 7-мĕш класра вĕренекен Никифоров Александр та хутшăнчĕ. «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм» темăпа монолог формипе сăмах вĕççĕн хăйĕн шухăшне каласа пачĕ. Халăх умĕнче калаçас ăсталăх пуррине, хăй каланине ĕнентерме пултарнине, чăваш чĕлхипе вырăнлă усă курнине кăтартса пачĕ. Конкурсăн муниципалитет тапхăрне хутшăнса çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçрĕ. Сашăна республика шайĕнче те ăнăçу сунатпăр.