"Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕн

       Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕн республика тапхăрĕ иртрĕ. Конкурса Театр çулне тата Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă. «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăх конкурсне хамăр республикăн тĕрлĕ шкулĕнче вĕренекен 150 яхăн ача хутшăннă. Республика тапхăрне вара иккĕмĕш кĕретсĕр тапхăрăн çĕнтерӳçисем килсе çитрĕç. Жюри чи маттур та мал ĕмĕтлĕ 17 ача пултарулăхне курса савăнчĕ. Вĕсем Патăрьел, Вăрнар, Вăрмар, Комсомольски, Елчĕк, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпӳ, Шăмăршă, Шупашкар районĕсенчен тата Канаш, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен пулчĕç. Конкурсантсене Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин тĕп специалист эксперчĕ Ирина Алексеевна Степанова тата Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн ректорĕ Юрий Николаевич Исаев саламларĕç. Конкурса хутшăнакансем «Тăван çĕр-шыв», «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм», «Театр – наци чунĕ» темăсенчен пĕрне шăпа ярса суйларĕç. Пирĕн шкулта вĕренекен Никифоров А. та конкурс çĕнтерӳçи ятне илме тивĕç пулчĕ. «Тăван çĕр-шыв» темăпа тухса калаçса 3-мĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Саламлатпăр, малашне те хастар пулма сунатпăр!