Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, мĕн пур чăваша Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» пĕрлештерчĕ. Пĕрисем радио-телевизор,теприсем Интернетри хутшăну тетелĕсене вырнаçтарнă аудиофайлсене итлесе хăйсем чăваш пулнине пĕлтерчĕç.
«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акцие вĕренекенсем активлă хутшăнчĕç, Вĕрентекенсем те диктант çырма кăмăл турĕç. Унсăр пуçне шкултан тахçанах вĕренсе тухнисем, вырăнта пурăнакансем хутшăнчĕç. Акцие çемйипех хутшăнакансем те пулчĕç.
Çапла вара, паян эпир диктант çырса хамăр чăваш пулнине палăртрăмăр, тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван халăхран, тăван чĕлхерен хакли нимĕн те çуккине тепĕр хут аса илтĕмĕр.