#чăвашчĕлхи #тӑванчӗлхекунӗ
Паян – Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ. Кашни халăхăн чĕлхи хăйне евĕрлĕ. Авал пĕр халăха тепринчен чĕлхине пăхса уйăрнă. Хăйне кăна тивĕçлĕ чĕлхе пулмасан халăха уйрăм халăх вырăнне те хуман. Пĕр миллион çын калаçакан чĕлхе аслă чĕлхе шутланать. Çавăн пек чĕлхесен йышне чăваш чĕлхи те кĕрет.
Чĕлхере халӑх кӑмӑлĕ, шухӑшĕ, туйӑмĕ, сӑнарлӑхĕ палӑрать. Тӑван чĕлхене пĕлекен ытти чĕлхесене те хисеплет. Чĕлхе çын ăс-тăнне йĕркелет, тавра курăмне аталантарать. Тӑван чĕлхене лайӑх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унӑн уйрӑмлӑхĕсене тĕплĕнрех ӑнланма, ҫавна май ытларах пĕлý туянма пулӑшать.
Чăвашăн авалтанпах хăйĕн чĕлхи пулнă. Пирĕн мăн асаттесем пин çул каяллах чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама, йăхран йăха халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă. Эпир те тӑван чĕлхе пуянлӑхĕшĕн, унӑн пуласлӑхĕшĕн тӑрӑшар.
#БКСОШ
#Школьные_вести2020/21