Чăваш Енĕн Мухтавлă ентешĕсен çулне фестивальпе пуçлатпăр.
Пĕлетпĕр ĕнтĕ, 2022 çулта Чăваш Енре Мухтавлă ентешсен çулталăкне уявлаççĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ Чăваш халăх поэчĕн П.П. Хусанкайăн ятне халăх асĕнче упраса хăварас, пултаруллă ачасене тупса палăртас тĕллевпе «Хусанкай вулавĕсем − 2022» фестиваль ирттерет.
Фестиваль дистанци мелĕпе иртет, унта вĕрентекенсемпе пур ÿсĕмри ачасем те хутшăнма пултараççĕ. Видеоматериалсене заявкăпа пĕрле кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕччен йышăнаççĕ.
П. П.Хусанкай (1907-1970) – сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ, критик. Çыравҫà ӗмӗр тӑршшӗпе ҫырнӑ, вуланӑ, куҫарнӑ, чӑваш чӗлхине тӗнчене ҫити ҫӗкленӗ. Чӑваш халӑх поэчӗ ача-пӑча валли те сахал мар ҫырнӑ. «Вӑрман юрлать» сӑвӑ ярӑмӗ, «Тӑван ҫӗршыв» поэма тӑван ҫӗрӗн пуянлӑхӗпе илемне сӑнласа, чӑваш ҫӗр-шывне мухтаса юрлакан гимн пек янараҫҫӗ, чунра мӑнаҫлӑх туйӑмӗ хускатаҫҫӗ.
#БКСОШ
#Школьные_вести2021/22